Ҫитес ҫул Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ май вӑрҫӑ ачисене укҫан хавхалантарассине ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗччӗ. Халӗ мӗн чухлӗ укҫа парасси паллӑ.
Ҫитес ҫул республикӑри 42 пине яхӑн вӑрҫӑ ачи 2-шер пин тенке тивӗҫӗ. Ҫак тӗллевпе хыснаран 83,7 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Сӑмах май, ҫак категорие кӗрекен ҫынсем валли уйрӑм тӳлев ҫук. Республикӑри 818 вӑрҫӑ ачин комманаллӑ тӑкакӗсен 25 процентне саплаштараҫҫӗ.
Ҫитес ҫул Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитет. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев 2025 ҫулта «вӑрҫӑ ачисене» пӗр хутчен укҫан хавхалантарассине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл «Советская Чувашия» хаҫата панӑ интервьюра каланӑ.
Республикӑра 42 пине яхӑн «вӑрҫӑ ачи» пурӑнать. Олег Алексеевич вӗсенчен кашниех тимлӗхе тивӗҫ пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ вӑрҫӑ ачисене коммуналлӑ пулӑшушӑн ҫӑмӑллӑх парас йӗркене ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер, асӑннӑ категорие кӗрекенсене республика ертӳҫисем коммуналлӑ пулӑшушӑн 25 процент сахалтарах тӳлеттерес йӗркене йышӑнчӗҫ. Ҫӗнӗлӗх кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет.
Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен халӑха социаллӑ пулӑшу паракан пая каймалла. Заявленисене нумай ӗҫ пурнӑҫлакан центрсенче те йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене квартал вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӑратмалла. Тепӗр майлӑ каласан, пӗрремӗш хут ҫырса памалли вӑхӑт юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитӗ.
Коммуналлӑ пулӑшупа парӑм пухӑнса кайнине судпа ҫирӗплетнӗ пулсан ҫӑмӑллӑха памасан та пултараҫҫӗ.
Вӑрҫӑ ачисен патшалӑх паракан пӗр ҫӑмӑллӑхпа ҫеҫ усӑ курма юрать. Кунта, сӑмахран, ӗҫ ветеранӗсене, ҫавӑн пек ытти категорие кӗрекенсене асӑнма пулать.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вӑрҫӑ ачисем — 60 пин ытла ҫын, вӗсенчен 95 проценчӗ тӗрлӗ социаллӑ пулӑшупа усӑ курать.
Чӑваш Енри «вӑрҫӑ ачисене» укҫан пулӑшасшӑн. Ҫакӑн пирки паян ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова пӗлтернӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра тата ытти хӑш-пӗр регионта «вӑрҫӑ ачи» статуса ҫирӗплетрӗҫ. Ҫак ушкӑна кӗрекенсенчен хӑшӗсем ятарлӑ удостоверени те илме ӗлкӗрчӗҫ. Анчах ку хут хальлӗхе нимех те памасть. Укҫан пулӑшу памаҫҫӗ.
«Вӑрҫӑ ачисене» хушма пулӑшу памаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Нуша-тертне самай тӳснӗ ватӑсене пулӑшмалла тесе общество членӗсем пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ.
Чӑваш Енре вӑрҫӑ ачисене епле пулӑшасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ.
Аса илтерер: Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче канаш туса хурасси ҫинчен калакан хушӑва Олег Николаев юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Йышра – 25 ҫын. Канашӑн ертӳҫи пулма Наталия Партасовӑна шаннӑ.
Общество канашӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче унӑн пайташӗсем тӗрлӗ комисси ӗҫне пӑхса тухнӑ, вӗсен ертӳҫисене палӑртнӑ.
Вӑрҫӑ ачисене социаллӑ пулӑшу памалли мерӑсене пӑхса тухмалли пирки те калаҫнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан «вӑрҫӑ ачисене» ятарлӑ удостоверени пама тытӑнасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара ҫав документ епле пулассине республикӑн Министрсен Кабинечӗ официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ.
Удостоверени тӗкӗсм хӗрлӗ тӗслӗ пулӗ. Унӑн тулаш енче, сылтӑмри ҫӳлти кӗтесре, икӗ йӗркепе «Дети войны» (чӑв. Вӑрҫӑ ачисем) тата «1927–1945» тесе ҫырса хурӗҫ.
Удостоверение 1927 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ҫуралнисене парӗҫ. Ӑна илес тесен социаллӑ хӳтлӗх пайӗсенче заявлени ҫырмалла. Заявленипе пӗрле хӑҫан ҫуралнине, ӑҫта пурӑннине ҫирӗплетекен хутсем тата паспорт кирлӗ.
Вӑрҫӑ ачисем пирки юлашки вӑхӑтра час-часах калаҫаҫҫӗ. Патшалӑх хӑйсене пулӑшасса ашшӗсем ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫ хунисен ывӑл-хӗрӗ уйрӑмах кӗтет.
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче республикӑн Патшалӑх Канашӗнче Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитетӑн ӗҫ ушкӑнӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва асӑннӑ партин парламентри фракцийӗ сӗннипе пухӑннӑ.
«О детях войны» (чӑв. Вӑрҫӑ ачисем) саккун проектне сӳтсе явма депутатсем, влаҫра ӗҫлекенсем, юристсем пухӑннӑ. Ҫак ыйтӑва ветерансен организацийӗсемпе те маларах, пуш уйӑхӑн 13-мӗшӗнче, сӳтсе явнӑ.
Саккун проектӗнче вӑрҫӑ ачисен статусне тата вӗсене социаллӑ пулӑшу парассине пӑхса хӑварнӑ.
Вӑрҫӑ ачисен йышне 1927 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ҫуралнисене кӗртме палӑртнӑ.
Вӑрҫӑ ачисем шутланакан йыш тахӑҫанах ача мар ӗнтӗ. Паян вӗсем пурте — туяллӑ карчӑк-стариксем. Вӗсенчен хӑшӗсем леш тӗнчене ӑсанма ӗлкӗрнӗ.
Вӑрҫӑ ачисене патшалӑх енчен хӳтлӗх кӳрессипе республика шайӗнче те ун пек саккун йышӑнма сӗннӗччӗ. Анчах регион хыснине йывӑр тивнине кура сӗнӳ сӑмах шайӗнче кӑна юлчӗ. Республика кӑна-и, ҫӗршыв шайӗнче те ун пек калаҫман мар. Проекта сӗнекенсем вӑрҫӑ ачисен шутне 1928 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен унчченхи Совет Союзӗн территорийӗнче ҫуралса унтах вӗҫӗм пурӑннисене кӗртмеллине палӑртнӑччӗ.
Ҫапах та Раҫҫейӗн хӑш-пӗр регионӗнче вырӑнти саккун йышӑнса маларах асӑннӑ йыша ҫӑмӑллӑх кӳме йышӑннӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев депутат халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, вӑрҫӑ ачисене хӳтӗлекен саккун кирлине палӑртса Кӳкеҫре алӑ пустарма тытӑнасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |